Хĕллехи ял спорчĕн вăййисем иртрĕç
Ял çыннисем ĕçре çеç мар, спортра та маттур. Çакна вĕсем республикăра иртнĕ хĕллехи ял спорчĕн вăййисенче те çирĕплетрĕç. Палăртнă ăмăрту кăçал 10-мĕш хут иртрĕ. Вăл 21 муниципалитетри 400-е яхăн хастара Красноармейски тăрăхĕнче пуçтарчĕ. Çут çанталăк ытамĕнче çирĕп вăй-халпа тӳсĕмлĕх вучахĕнче пиçĕхсе туптаннă ял çыннисене нимĕнле йывăрлăх та хăратмасть. Спорт вăййисене те вĕсем çирĕп хатĕрленнĕ. Виçĕ енлĕ тупăшура ял ĕçченĕсен тракторпа çӳресе чăрмавсене пăрантармалла, йĕлтĕрпе ярăнмалла тата кире пуканне çĕклемелле. Çĕмĕрле тăрăхĕн чысне хӳтĕлекен Надежда Концова хăнăхтарусене ăнăçлă пурнăçларĕ. Хастар хĕрарăм «Комбинат» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ. Тимĕр утпа çӳреме вăл шкултах вĕреннĕ.
НАДЕЖДА КОНЦОВА: «Тракторпа питĕ лайăхчĕ кайма, çĕнĕ тракторччĕ. Организаторсем питĕ маттур хатĕрленĕ, трассине те, кăмăлсем питĕ лайăх. Йывăртарах япала пулса иртрĕ, пăтăрмах, навеска кăшт урăхларах ĕçлет, килти тракторпа танлаштарсан».
Спорт вăййисене хутшăнакансем валли 7 тĕслĕ ăмăрту хатĕрленĕ. Ял хастарĕсем йĕлтĕрпе ярăнчĕç, полиатлон енĕпе тупăшрĕç, шахмăтла, шашкăллă вылярĕç, çемьсемпе ăмăртрĕç тата ытти те. Куславкка тăрăхĕнчен килнĕ спортсменсемшĕн çак спорт уявĕ уйрăмах асра юлĕ.
ВЯЧЕСЛАВ ХЛЕБНИКОВ: «Соревнованисене хутшăнаççĕ 2 механизатор, дояркăсем тата 1 представитель. Çак соревнованинче эпир 1-мĕш хут темелле. Анчах та эпир сăмсана усмастпăр. Эпир лайăх выступать тăвасса шанатпăр, малти вырăнсене йышăнасса шанатпăр».
Спорт вăййисен кашни тапхăрĕнчех хастарлăха, тӳсĕмлĕхе палăртса Шупашкар тăрăхĕнчи ял ĕçченĕсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Пъедесталăн 2-мĕш картлашки çинче Вăрнар тăрăхĕнчи хастарсен дружини. Пăхăр медальсене вара Красноармейски тăрăхĕн ушкăнĕ тивĕçрĕ. Чи маттур спортсменсен Чăваш Ен чысне Череповец хулинче иртекен Раççей шайĕнчи ăмăртура хӳтĕлемелле пулĕ. Вăл пуш уйăхĕн 16 мĕшĕнче пуçланĕ.
