«Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртет
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă тăваççĕ. Ăна чĕлхесен тата культурăсен пуянлăхне упраса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ кун Çĕрпӳри 1-мĕш шкулта «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль старт илчĕ. Вăл 1-4 мĕш классенче вĕренекен чăваш ачисене пĕрлештерĕ. Патăрьел тăрăхĕнчи Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекенсем пĕчĕкренех хăлăхăмăрăн йăли-йĕркисене упрама хăнăхаççĕ. Чăваш вăййи çинчен вĕсем аслашшĕ-асламăшĕ каласа панинчен çеç пĕлмеççĕ. Ачасем хайсем те чăн-чăн чăвашла пуплесе вăйă-кулă йĕркелеççĕ.
ДМИТРИЙ КИРИЛЛОВ, РЕГИНА ШАРЕФЕТДИНОВА: «Эпир пĕлтĕр «Туслăх хĕлхемĕнче» хутшăнтăмăр. Эпир унта 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Кăçал та пире вĕсем чĕнсе илчĕç. Эпир кунта вăйă выляса патăмăр».
Димăпа Регина тата вĕсен пĕлĕшĕсем кăçал та «Туслăх хĕлхемĕ» фестивале хутшăнма палăртаççĕ. Вĕсене хавхалантарма уява Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева та хутшăнчĕ. Çак фестиваль çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхепе кăсăклантарма тата ăна ытларах юратма вĕрентессе шанать вăл. Пултарулăх ăмăртăвĕ 4 номинаципе иртĕ. Вăл чăвашла ташлама, юрлама, выляма тата сăвă-калав, юмах калама юратакансене пухĕ.
НАТАЛИЯ ИЛЬИНА: «Чăваш чĕлхине, чăваш культурине аталантарса пымашкăн, упраса хăвармашкăн çакăн пек фестивальсем пулăшаççĕ. Ачасемпе çеç мар, тен, малашне аслисен хушшинче те çакăн пек фестивальсем ирттермелле пуль тесе шутлатăп».
Фестивалĕн малтанхи тапхăрĕ муниципалитетсенче иртĕ. Унта палăракансем республика шайĕнче хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартма тивĕçĕç.
