Пĕрле ĕçлемелле
Чăваш Республикинчи терроризма хирĕç кĕрешмелли комплекслă план пур. Унпа килĕшӳллĕн Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче террор пирки ăнлантарса çыраççĕ, калаççĕ, кăтартаççĕ. Экстремизпа терроризм пĕчĕк ачасемпе çамрăксем çине витĕм кӳме пултарать. Çавăнпа ку ыйтупа тата та тимлĕрех ĕçлемелле. Кун пирки Чăваш Республикинчи терроризма хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче калаçрĕç те.
«Терроризм» тата «экстремизм» сăмахсене паянхи кун çитĕннисем çеç мар, ачасем те, паллах, илтнĕ. Анчах та çак сăмахсем хыçĕнче мĕн тери пысăк хăрушлăх пытаннине яш-кĕрĕм, тен, ăнланмасть те. Терроризмпа экстремизм мĕншĕн чи хăрушă преступленисем шутне кĕнине çамрăксене ăнлантарса парас, вĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сӳтсе явас тĕллевпе массăллă информаци хатĕрĕсем урлă час-час хыпарлаççĕ. Профилактика ĕçĕ çине çителĕклĕ тимлĕх уйăрмалла. Уйрăмах çитĕнекен ăрупа çак енĕпе чылай ĕç туса ирттермелле. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулнă май, ку ыйтупа тата та ытларах ĕçлемеллине каларĕç ларăва пухăннисем.
