Тӳлев виçисем ӳснĕ
Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре амăш капиталĕн виçи ӳсрĕ. Малашне пĕрремĕш ачашăн 586 946 тенкĕ те 72 пус тӳлĕç. 2020-мĕш çултанпа иккĕмĕш ачана çуратнă е усрава илнĕ çемьесем вара 775 628 тенкĕ те 25 пус илĕç. Чăваш Республикинче 49 600 çынăн сертификат çинчи укçине индексациленĕ. Ку тата ытти ыйтăва Правительство çуртĕнче иртекен ларура сӳтсе яврĕç.
Чăваш Енре 35 социаллă тӳлеве индексациленĕ. Вĕсене республикăри 150 000 ытла пурăнакан илсе тăрать. Сăмахран, ачана пăхнăшăн уйăхсерен илсе тăракан укçан калăпăшĕ 913 тенкĕ пысăкланнă. Вăл 8591 тенкĕпе танлашать. Ăна çичĕ пин те тăват çĕр çын илсе тăрать. Ача çуралсан пĕр хут паракан тӳлев виçи те нумайланнă. Çемьесем малашне 22 909 тенкĕ илĕç. Ӳсĕм 2400 тенкĕ ытларах. Федераци шайĕнчи çăмăллăхсен виçи те пысăкланнă. Чăваш Енре вĕсемпе 92 400 çын усă курать. Вĕсенчен ытларах пайĕ сывлăх енчен хавшак çынсем.
