Ĕç пуçарма пулăшать
Усламçă. Хĕрарăм е арçын – пĕрех. Социаллă контракт пулăшнипе республикăра пурăнакансем хăйсен ĕçне пуçарма пултараççĕ. Çак тĕрев сахал тупăшлă çемьесене самай пулăшмалла. Ăçта, мĕнле çак укçана илме май килни çинчен Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленĕ ларура сӳтсе яврĕç.
Екатерина Колпакова паян ыттисемпе пĕрлех залра ларать. Вăл çĕнĕ ĕç пуçармасть, унăн ăсталăх лаççи аталанса пырать. Канашлăва вăл пухăннисене çĕнĕ ĕç йĕркелеме йывăр пулман пирки каласа кăтартма килнĕ. Екатерина пĕлтĕр социаллă контракт çырнă. 350 000 тенкĕпе йывăçран савăт-сапа хатĕрлеме пуçланă.
АЛЕВТИНА ФЕДОРОВА: «Хĕрарăмсем мĕн кăна тумаççĕ. Вĕсем алă енчен ĕçлеççĕ. Вĕсем производствăра та ĕçлеççĕ. Хăш чухне информаци пулманнипе, тен, информацине кирлĕ вăхăтра вуламаннипе укçа мĕнле тупмаллине пĕлмеççĕ. Çав вăхăтрах пирĕн тĕрлĕ организацисем пур. «Мой бизнес» текен организаци пур. Вĕсем мĕнле бизнеса пуçласа яма, мĕнле кăсăклă проектсем паян пурри çинчен, мĕнле укçа енчен пулăшу пурри çинчен каласа парĕç».
Социаллă контрактпа уйăракан укçана каялла тавăрса памалла мар. Услам йĕркелеме пулăшакан тĕреве ăçта-ăçта янине пĕтĕмлетсе пĕлтерсе çеç тăмалла. Нухрата кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туянма, ĕç вырăнне хăтлăлатма яма юрать. Контракт илес тесен нумай функциллĕ центра кайса е патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă заявлени çырмалла.
