Чапаева халалласа
Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне, Граждан вăрçин паттăрне — Василий Иванович Чапаева халалласа республикăра 55-мĕш хут ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей шайĕнчи турнир иртрĕ. Тупăшу икĕ куна тăсăлчĕ.
Ăмăртăва çĕршыври 20 регионтан çĕре яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Чăваш Ен чысне турнирта 40 ытла кĕрешӳçĕ хӳтĕлерĕ.
