«Архиври каç» акци иртрĕ
Архив – аваллăхпа паянхи куна çыхăнтаракан вырăн. Халăх кун-çулĕн управçинче туса ирттерекен кулленхи ĕçсене Чăваш Енре пурăнакансем «Архиври каç» акцие хутшăнса курма пултарчĕç. Кăçал ăна республикăри архив тытăмĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул, Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă.
