Добавить новость
Главные новости Симферополя
Симферополь
Март
2023

Ку кинофильма пурин те курмалла

Патриотла тепĕр кинофильм кун çути курнă. «На солнце, вдоль рядов кукурузы» ятлă вăл. Çак кунсенче унпа Чăваш Енре пурăнакансем те паллашма пултарчĕç. Кинофильмра 2019-мĕш çулхи ĕç-пуçа сăнарланă. Унта паттăр пилота Дамир Юсупова тата унăн харсăр экипажне кăтартнă. Пирĕн ĕçтешсем те çĕнĕ киноĕçе хаклама пултарчĕç. Малтанах «На солнце, вдоль рядов кукурузы» кинофильма Чăваш Енре кăтартма палăртман пулнă. Çапах та Раççей Геройĕ Дамир Юсупов çине тăнипе чăваш кураканĕ те çак ĕçе туллин хак пама пултарчĕ.

Залра паллах ытларах Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем. Дамир Юсупов хăй те хăçантăр çак аслă шкулта куçăмсăр майпа вĕреннĕ. 2019-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мускавран Симферополе вĕçме пуçласан двигатель чăхăмланине асăрханă. А-321 самолета куккурус уйне лартма пултарнă. Экипажа тата 226 пассажира вилĕмрен çăлма пултарнă.

СОФЬЯ ЩЕРБАКОВА: «Фильм мана питĕ килĕшрĕ. Вăл питĕ хитре, чаплă. Фильм пăхсассăн манăн хамăн та паттăр пулас килет».

Кинофильма Сарик Андреасян режиссер çулталăк çурă ӳкернĕ. Дамир Юсупов хăй те пултарулăх ушкăнне пулăшнă. Уйрăмах самолетра пилот ĕçне уçăмлă кăтартасшăн пулнă.

АНАСТАСИЯ КОЗЛОВА: «Çумра ларакансем куççуль ячĕç. Чуна тиврĕ. Вăйлă фильм. Çакăн пек вăйлă фильм ӳкернĕшĕн эпĕ мухтанатăп. Хамăн университетпа, эпĕ çакăнта вĕренсе ӳснĕшĕн».

ПЕТР ИЛЬИН: «Çак кинофильмран пуçа мĕн кĕрсе юлчĕ? Хăвăн тĕллевӳсем патне кирлĕ пек пымалла, ун патне ăнтăлмалла. Енчен те ун пек майсем çук пулсан, майсем тупса çавăн патне пырма çитмелле».

 «На солнце, вдоль рядов кукурузы» кинофильм 90 минут пырать. Ăна ытти регионсенче те кăтартма палăртнă. Тĕп сăнара Егор Бероев калăплать. Авторăн тĕп тĕллевĕ – çамрăксене нимĕнле хăрушлăхран та хăраман паттăр çинчен каласа парасси. 







Глава Крыма Сергей Аксёнов





Глава Крыма Сергей Аксёнов

103news.net – это самые свежие новости из регионов и со всего мира в прямом эфире 24 часа в сутки 7 дней в неделю на всех языках мира без цензуры и предвзятости редактора. Не новости делают нас, а мы – делаем новости. Наши новости опубликованы живыми людьми в формате онлайн. Вы всегда можете добавить свои новости сиюминутно – здесь и прочитать их тут же и – сейчас в России, в Украине и в мире по темам в режиме 24/7 ежесекундно. А теперь ещё - регионы, Крым, Москва и Россия.

Moscow.media


103news.comмеждународная интерактивная информационная сеть (ежеминутные новости с ежедневным интелектуальным архивом). Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. "103 Новости" — абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию.

Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам объективный срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть — онлайн (с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии).

103news.com — живые новости в прямом эфире!

В любую минуту Вы можете добавить свою новость мгновенно — здесь.

Музыкальные новости




Спорт в Крыму



Симферополь на Sevpoisk.ru




Частные объявления в Симферополе, в Крыму и в России