Чару çĕнĕлле ĕçлеме хистет
Раççее йывăрлăхсем кăларса тăратма тесе санкцисем кĕртеççĕ-ха, анчах та çак çĕршыва чармав кӳмест. Йывăрлăх Раççейре шалти производствăна ăнăçлă ĕçлеттерме май парать. Çĕнĕ пасарсем уçăлаççĕ, çĕнĕ таварсем сутлăха тухаççĕ. Республикăри пĕрлешӳсене те чарусем хăратмаççĕ, тепĕр майлă – çĕнĕ майсем туса параççĕ. «Нимфа» пĕрлешӳре ир пуçласа каçчен çĕвĕ машинин сасси чарăнмасть. 34-ăн тумтир хатĕрлеççĕ. Кашнийĕн хайĕн тивĕçĕ. Пĕрисем касаççĕ, теприсем çĕлеççĕ. ЗИНАИДА ЕФИМОВА: «Пирĕн кунта кашни хайĕн ĕçне пурн
<p>Раççее йывăрлăхсем кăларса тăратма тесе санкцисем кĕртеççĕ-ха, анчах та çак çĕршыва чармав кӳмест. Йывăрлăх Раççейре шалти производствăна ăнăçлă ĕçлеттерме май парать. Çĕнĕ пасарсем уçăлаççĕ, çĕнĕ таварсем сутлăха тухаççĕ. Республикăри пĕрлешӳсене те чарусем хăратмаççĕ, тепĕр майлă – çĕнĕ майсем туса параççĕ. «Нимфа» пĕрлешӳре ир пуçласа каçчен çĕвĕ машинин сасси чарăнмасть. 34-ăн тумтир хатĕрлеççĕ. Кашнийĕн хайĕн тивĕçĕ. Пĕрисем касаççĕ, теприсем çĕлеççĕ. ЗИНАИДА ЕФИМОВА: «Пирĕн кунта кашни хайĕн ĕçне пурнăçлать. Эпĕ кĕсье çине молнисем çĕлетĕп. Пирĕн ĕç ăнса пырать». Хĕрарăмсемпе арçынсем, çул çитмен ачасем валли хулăн тата çӳхе спорт формисем, ухутана çӳремелли ятарлă тум хатĕрлеççĕ çĕвĕçсем. 22 çул ĕнтĕ кунти тавар Калининградран пуçласа Владивосток таран сутлăха тухать. Кунсерен 800 ытла тум-тир склада каять. ГАЛИНА КОНСТАНТИНОВА: «Çĕленсе тухнă япаласене эпир çĕвĕсене брак çине тĕрĕслетпĕр. Кайран саккаспа пуçтарса хуратпăр. Пирĕн саккассем тĕрлĕ хуларан килеççĕ. Паянхи кун ĕçсем аван пыраççĕ. Пире санкцисем пусăрласран хăрамастпăр. Хирĕçле пирĕн умра çĕнĕ алăксем уçăласса кĕтетпĕр». Европăри паллă фирмăсем хăйсен таварĕсене пирĕн çĕршыва яма пăрахни пĕрре те хăратмасть кунта ĕçлекенсене. «Хамăр çĕршыва эпир хамăрах «тумлантарма» пултаратпăр, вăл çара юлмасть», – теççĕ çĕвĕçсем. Паллах, чарусем пулни саккассем нумайланасси çине витĕм кӳрессине те шанаççĕ вĕсем. Алина Сусметова, Милена Алексеева, Георгий Кривошеин</p>