Ялта - вăй!
Агропромышленность çитĕнĕвĕсем, ăслăлăхри çĕнĕ меслетсем, ял вулавăшĕнчи çĕнĕ кĕнекесем. Йăлтах çак ĕçем «Ял вăйĕ» проектра. Паян ăна Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче пахаларĕç. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Эпĕ эсир çак ĕçпе питĕ вăхăтлă ĕçлеме пуçланă тесе шухăшлатăп». Шăпах çак сăмахсенчен пуçларĕ республикăри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри тĕрлĕ бибилиотекăран пухăннă ĕçченсене салмланă май. Агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансене, тĕрлĕ çимĕç туса илекен предприятисенче тăрăшакансен

Агропромышленность çитĕнĕвĕсем, ăслăлăхри çĕнĕ меслетсем, ял вулавăшĕнчи çĕнĕ кĕнекесем. Йăлтах çак ĕçем «Ял вăйĕ» проектра. Паян ăна Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче пахаларĕç.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Эпĕ эсир çак ĕçпе питĕ вăхăтлă ĕçлеме пуçланă тесе шухăшлатăп».

Шăпах çак сăмахсенчен пуçларĕ республикăри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри тĕрлĕ бибилиотекăран пухăннă ĕçченсене салмланă май. Агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансене, тĕрлĕ çимĕç туса илекен предприятисенче тăрăшакансене ку тытăмри çĕнĕлĕхсем çинчен пĕлме çăмăлрах пулĕ. Ку енĕпе ятарлă кĕнеке, хаçат-журнал ал айĕнче пулĕ.

РОЗА ЛИЗАКОВА: «Паян эпир çак кĕнеке комплексĕсене хатĕрленĕ. 40 кĕнеке майлă паратпăр. Çак проекта эпир чи малтанах ял хуçалăх специалисчĕсемпе ирттересшĕн. Вĕсене бибилиотекăна чĕнсе, çĕнĕ технологисем, майсем пирки каласа кăтартмалла. Ялти библиотекăсен ĕçне çӳллĕрех шая хăпартасшăн».

Кĕнекесенче тĕрлĕ усăллă информаци – ăратлă выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс апатлантарассинчен пуçласа, пахча-çимĕç тухăçлăхне ӳстересси таран.

СВЕТЛАНА СМИРНОВА: «Ял хуçалăх аталансах пырать. Ялта ача сачĕсенчен пуçласа агролабораторисем уçăлаççĕ. Шкулта та çакăн пек кĕнекесемпе вĕрентни савăнтарать. Интернетра пĕтĕмпех вуласа пĕтереймеççĕ. Кĕнекен ал айĕнче пулни – яланах пулăшу тесе шулатпăр».

Проектпа килĕшӳллĕн ял, район библиотекăсенче семинарсем те ирттерме палăртнă.