Çĕнĕ центр – çĕнĕ майсем
Çĕнĕ технологисем вăй илнĕ тапхăрта шкул ӳсĕмĕнчи ачасем çеç мар, аслă ăрури çынсем те çĕнĕ пĕлӳ пухас тĕллевлĕ. Çавăн пекех алла тин çеç дипломлă пулнă çамрăксем те куллен хăйсен ăсталăхне туптама ăнтăлаççĕ. Кун валли республикăра майсем çителĕклĕ. Вĕсем хушăнсах пыраççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕ çумĕнче ăста та паха специалитсем хатĕрлемелли центр уçăлчĕ. Тин çеç уçăлнă центра республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та пахалама ĕлкĕрчĕ. Кирек епле тытăмра та хăйсен ĕçне тивĕçлĕ пурнăçлакан... Читать дальше...