Çамрăксен палати ĕçлеме пуçлĕ
Республикăри хĕрарăмсен канашĕ тухăçлă ĕçлесе пырать. Канаш пайташĕсем хăйсен ĕçне хастар пурнăçласа пыракан хĕрарăмесене тата малалла утма хавхаланатараççĕ, çамрăк çемьесене тимлĕх уйăраççĕ, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çул çине тăратас ыйтупа тимлеççĕ. Çамрăксене те тĕрлĕ ĕçе явăçтарас тĕллевпе хĕрарăмсен канашĕ çамрăксен палатине йĕркелесшĕн. Студентсен кунĕнче çамрăксемпе пĕрремĕш тĕлпулу иртрĕ. Çамрăк, маттур, хастар, çирĕп тĕллевсем лартакан пикесем. Вĕсенчен кашниех студент тапхăрĕнче вĕренӳре çеç мар... Читать дальше...