Чечек вырăнне ача
Çулсерен республикăра «Чечек вырăнне ача» акци иртет. Чылай вĕренӳ учрежденийĕнче ăс пухакансем Аня Чижова ячĕллĕ ырă кăмăллăх фончĕ пуçарнă йăлана кăçал та хастар хутшăнма палăртать. Кашниех вĕрентекенсем валли чечек çыххи туянас вырăнне йывăр чирлĕ ачасене пулăшма пултарать. Пухнă укçапа апат-çимĕç, эмел, сиплев хатĕрĕсем туянаççĕ. Анна Маркина 3 çул каялла ачине шкула янă чухне пĕрремĕш хут çак ырă пуçару пирки пĕлнĕ. Тӳрех унта хутшăнма кăмăл тунă. Кăçал та Маркинсем ытти шăпăрлансемпе пĕрле... Читать дальше...