Вăйлисем тупăшрĕç
Паллă ентешĕмĕре, Раççей геройне Николай Гаврилов генерал-лейтенанта халалласа Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăртусем иртрĕç. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 100 спортсмен Валерий Кочков ячĕллĕ спорт шкулĕнче тупăшрĕ. 10 медаль комплектне илессишĕн хĕрӳ тупăшу иртрĕ. Кашниех çĕнтерме тухрĕ. Чăваш Ен командин чысне 40 спортсмен хӳтĕленĕ. Раççей геройĕ, пирĕн мухтавлă ентеш Николай Гаврилов генерал-лейтенант Чăваш Енре кĕрешӳ спорчĕн федерацине ертсе пыма пуçланăрпа вăхăт нумаях иртмен, çапах... Читать дальше...