Çĕр ĕçченĕсем Акатуйра савăнаççĕ
Йăлана кĕнĕ тăрăх, çурхи ĕçсене пĕтерсен çĕр ĕçченĕ ака пăтти пĕçерет, юрласа-ташласа савăнать. Республикăри хуçалăхсенче хĕрÿ тапхăр иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Çуракие вĕçленисем ĕçпе юрă уявĕнче савăнаççĕ. Кăçăл пĕрремĕш Акатуй Канаш районĕнче иртрĕ.