Добавить новость
103news.com
Все новости
Февраль
2023

66 пин ытла çын йĕлтĕр çине тăчĕ

Ăмăрту çеç мар, чăн-чăн пысăк спорт уявĕ. Канмалли кунсенче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ 2023» чупу Чăваш Енре пурăнакан 66 000 ытла çынна пĕрлештерчĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем кăçал 41-мĕш хут пуçтарăнчĕç. Республикăн кашни муниципалитетĕнчех старта тухакан йышлă пулчĕ. Чи хастар йĕлтĕрçĕсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те паллашрĕ. «Физкультсалам!» хаваслă сасă янăрать ăмăрту лапамĕнче. Тĕрлĕ çултине, тĕрлĕ професси çыннине пĕрлештерет уяв. Сăмах май, Правительство тытăмĕнче ĕçлекенсем, предприяти ертӳçисемпе депутатсем спорт тумĕпе. VIP-чупăва хутшăнакансем 2 çухрăма 10 минутрах парăнтарчĕç. Чăваш Республикин ертӳçи Олег Николаев та хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе ыттисене спортпа туслашма йыхравларĕ. – Çакăн пек мероприятисене хаваспах хутшăнатăп, мĕншĕн тесен ачаранпах спортпа туслă пулма тăрăшнă, хальте вăхăт пулсассăнах хĕлле йĕлтĕр çине, çулла çуран чупма тăрăшатăп. Манăн шутпа, çакăн пек спортпа туслă пулни вăл чăн малтанах сывлăхлă пулма май парать, унсăр пуçне сывлăхлă пулнă май ĕçре те тата нумайрах çитĕнӳсем тума май парать. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» сумлă хăнисен йышĕнче – Раççейри тĕнче класлă спорт мастерĕ Татьяна Акимова. Йĕлтĕр сырнă май вăл ăмăртусемшĕн тунсăхласа çитнине палăртрĕ. Ентеш пек маттур пулма ăнтăлакансене спортсменсем çеç мар, 7 теçетке урлă каçнă хастарсем те хавхалану парнелеççĕ. ВЛАДИСЛАВ НИКОЛАЕВ: «Туслă пулнă ялан. Мĕнле каламалла, хĕлле хăнăхнă вакра çăвăнма, ĕмĕрте пĕрре больничный курман. 70-çулта пулсан та, кашни кун 20-30 000 утăм тăватăп, çавăнпа пĕрре те чирлеместĕп». Чупăва йĕркелесси – çăмăл мар. Çапах та çак ĕçе «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ 2023» ăмăртăвăн тĕп тӳри Михаил Игнатьев 25 çул ытла ĕнтĕ чунне парса пурнăçлать. МИХАИЛ ИГНАТЬЕВ: «Массовый соревновани вăл «Лыжня России», çавăнпа та хатĕрленÿ вăхăтне лайăх ирттерсен, паянхи куна ирттерме çăмăл». Йĕлтĕр сырса çухрăм хыççăн çухрăм парăнтарасси – пĕрисемшĕн чун киленĕçĕ, теприсемшĕн вара вăл пурнăç. Ăста спортсменсем, предприяти ушкăнĕсем, çемьесем Чăваш Ен, чăннипех те, спортпа туслă регион пулнине çирĕплетрĕç. Ăмăрту еплерех иртнине тунтикунсерен иртекен Правительство ларăвĕнче пĕтĕмлетрĕç. Чăваш Республикин физкультура тата спорт министрĕ Василий Петров пĕлтернĕ тăрăх Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче старта тухакан уйрăмах йышлă пулнă. Муниципалитетсенче вара ку енĕпе Шупашкар, Патăрьел тата Канаш тăрăхĕсем палăрнă.                     







Губернаторы России





Губернаторы России

103news.net – это самые свежие новости из регионов и со всего мира в прямом эфире 24 часа в сутки 7 дней в неделю на всех языках мира без цензуры и предвзятости редактора. Не новости делают нас, а мы – делаем новости. Наши новости опубликованы живыми людьми в формате онлайн. Вы всегда можете добавить свои новости сиюминутно – здесь и прочитать их тут же и – сейчас в России, в Украине и в мире по темам в режиме 24/7 ежесекундно. А теперь ещё - регионы, Крым, Москва и Россия.

Moscow.media


103news.comмеждународная интерактивная информационная сеть (ежеминутные новости с ежедневным интелектуальным архивом). Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. "103 Новости" — абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию.

Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам объективный срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть — онлайн (с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии).

103news.com — живые новости в прямом эфире!

В любую минуту Вы можете добавить свою новость мгновенно — здесь.

Музыкальные новости




Спорт в России и мире



Новости Крыма на Sevpoisk.ru




Частные объявления в Вашем городе, в Вашем регионе и в России