Добавить новость
103news.com
Все новости
Февраль
2023

Пыра хаяр шĕвекпе чӳхесен…

Эрех сиенлĕ пулнине пурте пĕлеççĕ пулсан та çак усал шĕвеке çав-çавах ĕçеççĕ. Унпа наркăмăшланнă тĕслĕх те пĕрмаях пулать. Хаяр шĕвекпе алхасассипе Чăваш Енри кăтарту вăтам темелле. Ку енпе çĕршыври 89 регионтан республика 22-мĕш вырăнта тăрать. Апла пулин те çак лăпланмаллине пĕлтермест. Пурин те ку ыйтупа кар тăрса ĕçлемелле – çапла пĕтĕмлетӳ турĕç Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура. Хаяр шĕвек çынна хăйĕн чури туса хунисĕр пуçне сывлăхне пĕтерет. Шел, алкоголь продукцине пулах çын пурнăçĕ те татăлать. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов палăртнă тăрăх, ĕç-пуçа спиртлă шĕвексене пур çĕрте те туянма май пурри, алкоголь продукцийĕн хакĕ пысăк марри тата эрехĕн саккунсăр суту-илĕвĕ вăй илни витĕм кӳреççĕ. Çулсерен республикăра ку енпе 160-290 çын вилет. Пĕлтĕр ку хисеп 162-пе танлашнă. Çĕмĕрле, Элĕк, Куславкка тăрăхĕсенче япăх кăтарту. Пурнăçран уйрăлнисенчен 92 процентне сыватмăша та илсе çитерсе ĕлкĕреймен. Хаяр шĕвек ĕçекенсенчен 80 проценчĕ этанолпа наркăмăшланнă. Ыттисем метанолтан, тĕрлĕ суррогатран шар курнă. Арçынсем ытларах инкекпе куçа-куçăн тĕл пулаççĕ. 40-60 çултисем эрех-сăрапа айкашаççĕ. Çул çитмен ачасем те пуçа минретекен шĕвекпе туслашни шухăшлаттарать. Пĕлтĕр вĕсем эрех-сăрапа наркăмăшланнине малтанхи çултан ытларах та шута илнĕ. «Ку – çивĕч ыйту, апла пулсан влаçра тăрăшакансен, йĕркелĕх хуралçисен, халăхăн унпа кар тăрса ĕçлемелле. Алкоголь хутăшĕ ĕçсе вилнĕ тĕслĕх пулсан ăна пур енлĕн тишкермелле», – çапла терĕç ларура. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев эрех-сăра сутакансем тĕлĕшпе тĕрĕслев çирĕп пулмалли çинче чарăнса тăчĕ. «Фанфуриксем» сутакансем те пур-ха. Юлашки çулсенче интернет урлă хаяр шĕвек сĕнесси те вăй илсе пырать. Онлайн мелпе алкоголь продукцине сутма чарас ыйтăва пуш уйăхĕн 15-мĕшĕччен пăхса тухмалла, тăрăхсенче ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен йĕркене пăсса эрех сутакан вырăнсене, киккирике хĕртнĕ хыççăн киревсĕр ĕç ăçта нумайрах пулнине тишкермелле – çапла палăртрĕç ларура. «Ял-хулара килте эрех юхтармалли хатĕрсене рекламăлакан баннерсене илсе ывăтмалла», – сĕнчĕ Олег Алексеевич. 







Губернаторы России





Губернаторы России

103news.net – это самые свежие новости из регионов и со всего мира в прямом эфире 24 часа в сутки 7 дней в неделю на всех языках мира без цензуры и предвзятости редактора. Не новости делают нас, а мы – делаем новости. Наши новости опубликованы живыми людьми в формате онлайн. Вы всегда можете добавить свои новости сиюминутно – здесь и прочитать их тут же и – сейчас в России, в Украине и в мире по темам в режиме 24/7 ежесекундно. А теперь ещё - регионы, Крым, Москва и Россия.

Moscow.media


103news.comмеждународная интерактивная информационная сеть (ежеминутные новости с ежедневным интелектуальным архивом). Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. "103 Новости" — абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию.

Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам объективный срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть — онлайн (с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии).

103news.com — живые новости в прямом эфире!

В любую минуту Вы можете добавить свою новость мгновенно — здесь.

Музыкальные новости




Спорт в России и мире



Новости Крыма на Sevpoisk.ru




Частные объявления в Вашем городе, в Вашем регионе и в России