«Çĕр улми» курав уçăлать
Чăваш Енре пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Çĕр улми» курав ĕçлеме пуçлать. Кăçал вăл шучĕпе 15-мĕш хут иртет. Вăл икĕ куна пырать. Унта мĕнле хатĕрленнине республика ертӳçи те куçран вĕçертмест. Çак ыйтăва Правительство çуртĕнчи канашлура сӳтсе яврĕç. Кăçалхи «Çĕр улми» курав та анлă иртмелле. Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе 22 регионтан тата Беларуçрен 91 пĕрлешӳ килесси паллă. Пĕлтĕр унта 86-ăн хутшăннă. Предприятисен шучĕ тата та пысăкланма пултарать, мĕншĕн тесен курава хутшăнас кăмăллисенчен нарăсăн 20-мĕшĕччен кирлĕ хутсене йышăнаççĕ. Сутлăха çĕр улмин 27 сортне хатĕрленĕ – «Невский», «Гала», «Кураж», «Жуковский» тата ытти те. Пĕрисем лайăх упранаççĕ, тутипе тутлă, теприсем иртерех пулаççĕ. Икĕ килограммран пуçласа 30 килограммлă михĕсемпе вăрлăхсене хатĕрлеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев сутлăха кăларакан сортсем пирки республикăра пурăнакансене маларах та паллаштармаллине каларĕ. Им-çам, ӳсентăрана хӳтĕлемелли шĕвек, вăрлăх – уявра хамăр çĕршывра тата чикĕ леш енче туса хатĕрленĕ таварпа паллаштарĕç. 8 пĕрлешӳ ял хуçалăхĕнче кирлĕ техникăна курава кăлараççĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла – кăçал курав «Каскад» суту-илӳ центрĕнче иртмелле.
