Чăваш кăйкăрĕ çуралнăранпа 93 çул çитрĕ
Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче чăваш кăйкăрĕ, 3-мĕш космонавт Андриян Николаев çуралнăранпа 93 çул çитрĕ. Паллă куна халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Вĕсен шутĕнче асăну сехечĕсем, акцисемпе концертсем. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те Андриян Николаевпа çыхăннă кăсăклă асалӳсен пуххине пуянлатрĕ. Андриян Николаев 1929-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 5 мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. Пĕчĕкренех çутçанталăка юратса çитĕннĕскер çăлтăрсем таран çул хывма ĕмĕтленнĕ. Палăртнине пурнăçлас тесе... Читать дальше...