Хĕрӳ тупăшу пырать
Хĕрӳ тупăшу пырать. 11-мĕш Раççейри хĕллехи ял спорчĕн вăййисем пуçланчĕç. Турнир Вологда облаçĕнчи Череповец хулинче иртет. Ăмăртăва 47 регионти 746 ял хастарĕ хутшăнать. Вĕсем йĕлтĕрпе чупĕç, полиатлон енĕпе тупăшĕç, шахмăтла, шашкăллă вылĕç, ĕне сăвакансемпе механизаторсем ăмăртĕç тата ытти те. Кашни спорт тĕсне виçĕ тапхăра пайланă. Сăмахран, йĕлтĕр чупăвĕ виçĕ куна пырать – эрнекун классика мелĕпе, шăмат кун ирĕклĕ майпа, вырсарни кун эстафета иртет. Механизаторсем те эрне кун йĕлтĕрме чупса ăмăртнă.
<p>Хĕрӳ тупăшу пырать. 11-мĕш Раççейри хĕллехи ял спорчĕн вăййисем пуçланчĕç. Турнир Вологда облаçĕнчи Череповец хулинче иртет. Ăмăртăва 47 регионти 746 ял хастарĕ хутшăнать. Вĕсем йĕлтĕрпе чупĕç, полиатлон енĕпе тупăшĕç, шахмăтла, шашкăллă вылĕç, ĕне сăвакансемпе механизаторсем ăмăртĕç тата ытти те.</p>
<p>Кашни спорт тĕсне виçĕ тапхăра пайланă. Сăмахран, йĕлтĕр чупăвĕ виçĕ куна пырать – эрнекун классика мелĕпе, шăмат кун ирĕклĕ майпа, вырсарни кун эстафета иртет. Механизаторсем те эрне кун йĕлтĕрме чупса ăмăртнă. Шăмат кун тимĕр утпа çӳрекенсем тракторпа çӳреме пĕлнине кăтартĕç. Вырсарникун вĕсем кире пуканĕ йăтса ăмăртĕç. Ĕне сăвакансен тупăшăвĕ механизаторсенчен сумалли хатĕре салатса пуçтарассипе кăна улшăнса тăрать. Полиатлонпа ăмăртакансем паян пăшалпа печĕç. Шăмат кун арçынсем турник çинче туртăнаççĕ. Хĕрарăмсем вара тĕрлĕ хускану пурнăçлĕç. Шашкăлла, шахмăтла вылякансем кашни кун виçĕ тур иртĕ. Чи лайăххисене вырсарни кун палăртĕç.</p>